Посты

Some SEO Title

Фильтры:

ID площадки

Поиск по ключевому слову:

Фильтры

Дата:

Социальные сети:

Репосты:

Комментарии:

Охват:

График публикаций площадки

Всего 131 пост в 1 канале

cover
‼Амăшĕпе хĕрĕ аферистсене 5 млн ытла тенкĕ куçарса панă

👮‍♂Пелепей районĕнчи полици уйрăмне амăшĕпе хĕрĕ заявлени çырма пынă. Вĕсем июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 10-мĕшĕччен хăйсемпе мессенджер урлă аферистсем çыхăну тытнине пĕлтернĕ.

🖥Усал шухăшлă çынсем хăйсене страхлав компанийĕн ĕçченĕсем пек кăтартса электронлă страхлав полисĕ тума сĕннĕ. Çавăн хыççăн суя Госуслуги ĕçченĕсем шăнкăравлама пуçланă. Вĕсем пур даннăйсем те мошенниксем патне çитме пултараççĕ тенĕ. Каярах суя Центробанк çыннисем банкри укçăрсем çухалма пултараççĕ тесе шăнкăравла пуçланă, мошенниксем укçисене ан вăрлаччăр тесе «контрзайм» илме хушнă.

‼Çапла майпа амăшĕпе хĕрĕ ултавçăсене пилĕк миллион тенкĕ таран куçарса панă. Вĕсенчен 4 млн тенки хăйсем перекетленĕ укçасем пулнă, 1,5 млн тенки - кивçен илнисем.
Надежда РОДИОНОВА.

👮‍♂СВОри салтаксене хăйсен аллипе çĕленĕ япаласем ярса панă

👮‍♂Республикăна ертсе пыракан центр пĕлтернĕ тăрăх, Янаул районĕнче пурăнакан хĕрарăмсем 18 комплект япала çĕлесе малти ретре çапçăкан салтаксене ярса панă.

🛣Подразделенисенчен пĕринче служба иртекен «Янаул» хушма ятлă салтак ыйтнипе çар маскхалачĕсем, банданăсем тата ытти тумтир çĕлесе малти ретри салтаксем патне ăсатнă. Япаласен ытларах пайне Ирина Хабирова волонтер çĕленĕ.

👕👖- Хĕрарăмсем килти ĕçĕсене, çуллахи вăхăта тата пахчисене пăхмасăр пирĕн салтаксем валли тумтир хатĕрлеççĕ. Заказсем нумай, пирĕн пата отпуска килнисем, вĕсен тăванĕсем тата халь тин контракт алă пуснисем килеççĕ. Эпир вĕсем ыйтнине хаваспах тивĕçтерме тăрăшатпăр, - теççĕ ырă чĕреллĕ хĕрарăм-волонтерсем.
Надежда РОДИОНОВА.
cover
😥 Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ

👫 Июль уйăхĕн 4-мӗшӗ тӗлне илсе кăтартнă информаци тăрăх, Пушкӑртстанри юхан шывсенче 27 ҫын вилнӗ, ҫав шута тӑватӑ ача кĕрет. Çакăн çинчен регионти инкеклĕ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Кирилл Первов Телеграм-каналти хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

🏘 Паянхи кун тĕлне республикӑра шыв хӗрринче канмалли 285 вырӑн ӗҫлет, ҫав шутра - 193 официаллӑ пляж. Канмалли вырăнсен списокĕпе Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечӗн сайтӗнче паллашма пулать.

💻 Республикăри Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсемпе муниципалитет ертÿçисем шывра ҫынсем вилесрен сыхланмалли хушма мерӑсем пирки видеоконференци мелĕпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнă.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Самые популярные публикации

Пушкăртстан чăвашĕсем Чăваш Республики кунне паллă тума васкаççĕ
Ыран, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республики кунне – 105 çул тултарнине - паллă тăваççĕ. Çавна май шурă Шупашкар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан йăхташсене хăй тавра пуçтарать. Уяв программи анлă та илемлĕ пулмалла.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пушкăртстанри ентешсем те çак юбилейлă мероприятие хутшăнаççĕ. Паян ирпе кам çемьепе е тус юлташсемпе çула тухнă, туристсемпе хăйпултарулăх артисчĕсем те чăвашсен шĕкĕр хулине васкаççĕ. Туристсен икĕ ушкăнĕ (пĕри - Çтерлĕрен, тепри - Пелепей хулинчен) пурĕ 38 çын çак вăхăтра Шупашкара çитсе пыраççĕ. Çула май вĕсем «Урал сасси» хаçат редакцинче те пулчĕç, çулçÿревçĕсене кăларăман тĕп редакторĕ Юрий Михайлов телейлĕ çул сунчĕ. Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи «Туслăх» ансамбль (ертÿçи –Зоя Шуркова, аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова) хастарĕсем тата Çĕнĕ Хурамалти Виталий Захаров шăпăрçă вара вырăна çитсе вырнаçни çинчен хыпар турĕç.
Эпир вĕсене пурне те уява ăнăçлă та тухăçлă ирттерме сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланасса, Шупашкар вĕсен асĕнче ăшă та кăмăллă туйăмсем хăварасса шанатпăр.
57
2 835
23.06.2025 в 14:10
🔥Хĕрарăм çунакан çурта сÿнтерес тесе пиçсе кайнă

🏡Учалă районĕнчи Калканово ялĕнче йывăç хуралтă çунма пуçланă. Çулăм пĕрене çуртпа мунча тата лаç çине сиксе ÿкнĕ. РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе вырăнти çынсем гаражпа сарай умĕнче çулăма чарма пултарнă. 146 тăваткал метр çинчи пушара тĕп тунă.

🚑Инкеклĕ лару-тăру министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 59 çулхи хĕрарăм мăшăрĕпе пĕрле пушара сÿнтерме тытăннă, анчах çулăм питĕ пысăк пулнипе вутпа пиçсе кайнă, ăна больницăна илсе çитернĕ.

Надежда РОДИОНОВА.
14
2 502
04.07.2025 в 12:00
💥 Алă ăсти çеç мар, тăван халăх культурине упраканĕ те

💫 Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнче тĕлĕнмелле хĕрарăм – Мария Яковлева тĕрĕ ăсти – пурăнать. Вăтăр çул хушши ĕнтĕ унăн ылтăн аллисем ытарма çук илемлĕ эрешсем тăваççĕ. Çак ĕç Марийăшăн киленÿ çеç мар, пурнăçне илемлĕ тĕссемпе пуянлатакан чăн-чăн хĕрÿллĕ туйăм та шутланать. Унăн илемлĕ эрешĕсене тăван ялта çеç мар, таврари ял-хуласенче пурăнакансем те тавçăрса илеççĕ. Вăл шурă чăвашсен наци тумĕсене асамлă тĕрĕсемпе илемлетет.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://vk.cc/cL0Wy8
49
2 375
03.07.2025 в 04:00